Перевести текст по чувашскому языку: 40 кăнтăрла. шкулта пирĕн кашни кун пилĕк е ултă урок пулать. ăпа вырăс чĕлхи урокĕсем кашни кун пулаççĕ. чăваш чĕлхи урокĕсем вара эрнере икĕ хут çеç пулаççĕ. эпĕ чăваш чĕлхи урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтетĕп, мĕншĕн тесен вĕсем мана питĕ килĕшеççĕ. шкулта эпир икĕ хут апатланатпăр. пĕрремĕш урок хыççăн ирхи апат: пăтă, икерчĕ, какао, сыр. пиллĕкмĕш урок хыççăн кăнтăрлахи апат çиетпĕр: яшка, çĕр улми нимĕрĕ, гуляш, плов, котлет, чей, компот. ытлари кун, кĕçнерни кун тата шăмат кун пирĕн ачасем класĕпех ишме çуреççĕ. уроксем хыççăн эпĕ те бассейна каятăп. пире василий николаевич тренер ишме вĕрентет. çавăн пекех эпĕ медиацентрта кĕнеке вуласа е ноутбукпа ĕçлесе ларма юрататăп. шкулта час-часах тĕрлĕрен мероприятисем иртеççĕ. вĕсенче те тăтăшах хутшăнатăп. хĕр ачасемпе стена хаçачĕ е презентаци тума юлатăп. тăватă сехетре эпĕ киле каятăп. салтăннă хыççăн апат çиетĕп. манăн анне ĕçлемест, килте пĕчĕк шăллăмпа ларать. мана уроксене тума пулăшать. эпĕ килти ĕçсене тăватăп та юратнă фильм пăхатăп.